10613 | «Ӗҫле-ӗҫле ҫи, ӗҫлемесен пӑхна ҫи», — тесе юрлать тет тӑри. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10599 | Авӑн ҫапнӑ чух пӗр ҫынна чӗнсен пӑттине ҫинӗ чух урӑххине ан чӗн. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10600 | Ал пӗчӗк те, хырӑм пысӑк. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10601 | Алӑ ӗҫлеме пӗлсен ҫӑвар ҫиме пӗлет. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10602 | Алӑ ӗҫлесе тупнине хырӑм хырса пӗтерет. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10603 | Алӑ усса ларнипе хырӑм тӑранмасть. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10604 | Алӑ-ура ҫыпӑҫсан ҫын выҫӑ аптрамасть. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10605 | Аллу пулмасассӑн хырӑм тӑранасса ан шан. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10607 | Апатра епле, ӗҫӗнче те ҫапла. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10606 | Ӑшӑ ҫӑкӑр ҫийиччен суха пуҫ тавра ҫаврӑн. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10625 | Выҫ хырӑмпа камӑн ӗҫлес килтӗр. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10608 | Ӗҫ йывӑр пулсан ҫиме тутлӑ. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10609 | Ӗҫе ухмах та тӑвать, ӗҫке ӗҫме ӑслӑ ҫын кирлӗ. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10614 | Ӗҫле усал ӗҫ, ҫи тутлӑ ҫӑккӑр. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10612 | Ӗҫле-ӗҫле ҫи, ӗҫлемесен ан та ҫи. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10610 | Ӗҫле, ӗҫле, ӗҫле, ӗҫле, ӗҫлемесен пӑхна ҫи! | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10611 | Ӗҫле, ӗҫле, пӗр чарӑнмасӑр ӗҫле, ҫиме ларсан шухӑшласа ҫи. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10616 | Ӗҫлекенӗн апат анать. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10617 | Ӗҫлеме йывӑр пулсассӑн ҫиме ҫӑмӑл килет. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10618 | Ӗҫлеме кӑна мар, ӗҫме те пӗлмелле. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10619 | Ӗҫлеме ҫеҫ мар, ӗҫме-ҫиме те ҫын кирлӗ. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10620 | Ӗҫлеме хӑраманнине ҫиме ан вӑтан. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10621 | Ӗҫлене чух апат тутланать. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10622 | Ӗҫме пӗлет, ӗҫ тӗлне пӗлмест. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10623 | Ӗҫпе юлташланнӑ туса ӗҫкӗрен ан хӑвар. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10624 | Ӗҫсе ҫитнӗ, тек ӗҫсе капан тӑвас ҫук. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10626 | Иккӗн икерчӗ ҫиме лайӑх, саккӑрӑн авӑн ҫапма лайӑх. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
7374 | Иккӗн икерчӗ ҫиме лайӑх, тӑваттӑн авӑн ҫапма лайӑх. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10627 | Кам кулач ҫиес тет, кӑмака ҫинче выртмасть. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10628 | Кӑмака ҫинче выртсан кулач памаҫҫӗ. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10629 | Кӑмака ҫинче ларнӑ ҫӗртех хырӑм тӑранмасть. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10630 | Кулачӑ ҫиес тесессӗн кӑмака ҫинче выртма юрамасть. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10631 | Макра-макра ӗҫлекен кула-кула ҫиет. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10632 | Макра-макра ӗҫлени ҫиме тутлӑ пулнӑ тет. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10633 | Пулӑ ҫиес тесессӗн шыва кӗрес пулать. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10634 | Пурте тырӑ акмаҫҫӗ, пурте ҫиеҫҫӗ. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10635 | Ҫакна ҫи те ҫӗр ҫуна вут кас теҫҫӗ. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10636 | Ҫӑварне пылпа ҫу чикнӗ, ҫиме пӗлмен. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10637 | Ҫӑкӑр ҫиме пӗлсессӗн ҫӗҫӗ тытса касма та пӗлес пулать теҫҫӗ. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10639 | Ҫиесси ҫӑмӑл та, ӗҫлесси йӑвӑр. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10638 | Ҫиякан пӗлмест, туракан пӗлет. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10640 | Тар юхтарса ӗҫлесен апат тутлӑ ху ҫиен. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10641 | Тӑраниччен ӗҫле, килениччен ҫи. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10642 | Туракан туйнӑ, ҫиекен туйман. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10643 | Упи ташлать, чикан укҫа пуҫтарать. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10644 | Хуртне пӑхма Хӗветли, пылне ҫиме Пӑлаки. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10645 | Хытӑ ӗҫлекеншӗн ҫӑкӑр та кулачӑ пек тутлӑ. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10646 | Шӑвармасӑр, ҫумламасӑр ҫарӑк ҫиеймӗн. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10647 | Ывӑниччен ӗҫлесен тӑраниччен ҫиес пулать. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |
10648 | Ыраш ҫапма пиллӗкӗн лайӑх, кукли ҫиме иккӗн лайӑх. | Ӗҫлекен — Ҫиекен |